8472 | Сывлӑх пулсан Турӑпа тан. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8473 | Сывлӑх пурри сӑнран паллӑ. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8475 | Сывлӑха аптекӑра шырамаҫҫӗ. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8476 | Сывлӑха мул сыхлать теҫҫӗ. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8477 | Сывлӑха ылтӑн кӑтартнипех туянма ҫук. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8478 | Сывлӑхна кура сивве тух теҫҫӗ. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8479 | Сывлӑхран хакли ҫук. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8480 | Ҫӑпан улпута та ташлаттарать. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8481 | Ҫӗпре ӗҫсен ҫӑпан тухмасть. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8482 | Ҫуралман ҫын кӑна чирлемест. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8483 | Ҫын чирӗпе юмӑҫ пуять. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8484 | Ҫын чирне ҫын пӗлмест. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8485 | Тем чухлӗ кӗтсен те кукшан ҫӳҫ шӑтмасть. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8486 | Турӑ чир ярсан чӳк туни те пулӑшаймасть теҫҫӗ. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8487 | Тухтӑр чирлӗ ҫынна асӑрхать, укҫаллӑ сынна — юмӑҫ. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8488 | Тытаканлӑ ҫынтан ан хӑра. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8491 | Уксах ҫын лара-тӑра пӗлмен, селӗп калаҫакан пакӑлтатма чарӑнман. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8490 | Уксах-суккӑртан ан кул теҫҫӗ. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8489 | Уксах-суккӑртан ан кул, ӗмӗр тем курмалла пулӗ. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8492 | Усал чир Улӑпа та ураран ӳкернӗ тет. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8493 | Ӳсӗрри — мӗскӗн, чирли — мӑнтӑр. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8494 | Хӑлха илтмен ҫыншӑн аслати авӑтмасть, суккӑр ҫыншӑн ҫиҫӗм ҫиҫмест. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8496 | Хӗне кайса курман ҫын сывлӑх хакне пӗлмест. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8497 | Ху чирлесен ыттисене чир ертес тесе ан ҫӳре. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8498 | Чӑтма пӗлекен сывалнӑ, кӗтме пӗлекен пуйнӑ. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8499 | Чечче ула такка пек: сӑн-пите таккать. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8500 | Чечче чечек мар, илемлетсе хӑвармасть. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8501 | Чи лайах эмел — ыйхӑ. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8502 | Чикан патне кайнипех чиртен хӑтӑлаймӑн. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8503 | Чикен чикет — часах иртет. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8504 | Чикен чикни — чикан чирӗ. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8505 | Чир айӑп тупать теҫҫӗ. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8506 | Чир алӑкран кӗрет, тӗнӗ шӑтӑкӗнчен тухать. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8507 | Чир алли ҫитмӗл ҫичӗ чӗрнеллӗ. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8508 | Чир аллинчен хӑтӑлма хӗн теҫҫӗ. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8509 | Чир апат-ҫимӗҫпе кӗрет, апат-ҫимӗҫпе тухать. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8511 | Чир вӑл ваттине-вӗттине уямасть. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8512 | Чир вӑл йыхӑрмасӑрах килет. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8513 | Чир вӑл хӑй аллипе тыткалать. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8514 | Чир вӑл чипер сӑна пӑхса ҫӳремест. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8515 | Чир вырӑнне вӑй кӗрет, хуйхӑ вырӑнне вӑй кӗмест. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8516 | Чир ӗнсе хыҫӗнчех теҫҫӗ. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8517 | Чир илӗртмесӗрех иленет. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8518 | Чир кӗрессе пӑтпа кӗрет те тухасса салатникле тухать теҫҫӗ. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8519 | Чир килнӗ чух хапха витӗр кӗрет, тухнӑ чухне йӗп ҫӑрти витӗр тухать. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8520 | Чир курман ҫын савӑнма пӗлмест. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8521 | Чир курмасӑр ыррине кураймӑн теҫҫӗ. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8522 | Чир куҫран пӑхтарать. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8523 | Чир лашана та ураран ӳкерет. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8524 | Чир никама та тиркемест. | Сывлӑх — Чир-чӗр |